title
large_stringlengths
1
482
text
large_stringlengths
69
264k
Михаил ГАЛУСТЯН: “Ача кӗтекен хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлет”
- «Кунг-фу Панда 3» фильмӑн Лос-Анджелесра иртнӗ премьеринче эсир мӑшӑрӑрпа иксӗр ҫӑлтӑр ҫулӗпе Анджелина Джолипе, Джек Блэкпа, Люси Льюпа пӗрле утнӑ. Хӑҫантанпа эсир Голливудра «хамӑрьял» пулса кайнӑ? Дастин Хоффман вара сирӗн галстука та тӳрлетнӗ... - Тӗрӗссипе, Дастин Хоффмана пурнӑҫра пӗрре те курманччӗ. Премьерӑра пӗрремӗш хут тӗл пултӑмӑр. Эпӗ 2008 ҫултанпа По Пандӑна калаҫтарма пулӑшнине пӗлсен Хоффман «Вау!» терӗ те ҫывӑх юлташла манӑн галстука пырса тӳрлетрӗ. Паллах, ку актерсемпе хутшӑнни маншӑн - пысӑк чыс. Джек Блэк, эпӗ унӑн сассине вырӑсла куҫаратӑп, мультфильмӑн виҫӗ пайне те эпӗ «калаҫтарнине» пӗлсен питӗ тӗлӗнчӗ. Ытти ҫӗршывра дубляж актерӗсене тӑтӑшах улӑштараҫҫӗ-мӗн. - Премьера хыҫҫӑн мӗнле шухӑшсем ҫуралчӗҫ? - Йӗркелӳҫӗсем кашни саманта, вак-тӗвеке шута илни тӳрех курӑнчӗ. Полицейскисем кинотеатр патне пыракан тӗп ҫула хупса хучӗҫ. Пире куракансен хушшипе хӗрлӗ джипсемпе илсе ҫитерчӗҫ. Паллах, Америкӑна ахаль турист пек те кайса курма пулать. Анчах та ҫӑлтӑр ҫулӗпе ҫӑлтӑрсемпе пӗрле утасси маншӑн - пысӑк чыс. Ӗҫтешӗмсем те ман вырӑнта пулнӑ тӑк питӗ савӑнӗччӗҫ. «Мистер, ҫаврӑнӑр-ха, йӑл кулӑр...» - ҫак сӑмахсене Дастин Хоффмана мар, Джек Блэка та мар, шӑпах мана каланине илтме мӗн тери кӑмӑллӑ! Ҫапах та Голливуд пирки «открытка ҫинчи идеал шайӗнчи ӳкерчӗк» темӗттӗм. Паллӑ ҫынсен чаплӑ ҫурчӗсем ҫумӗнчех ҫапкаланчӑксем пурӑнаҫҫӗ. Паллах, йӑлтӑр-ялтӑр, ун ҫумӗнчех - юхӑнчӑк, чухӑнлӑх... Чӑн та, Викӑпа иксӗмӗршӗн кӑмӑллӑ самантсем ытларах пулчӗҫ. - Темшӗн эсир туй кӗрлеттерме васкамарӑр - Сочире паллашнӑ хыҫҫӑн Мендельсон вальсӗ тӑватӑ ҫултан кӑна янӑрарӗ. - Ун чухне эпӗ, «Утомленные солнцем» КВН ушкӑнӗн капитанӗ, вӗҫӗмсӗр гастрольсенчеччӗ. Эпӗ Сочире пурӑннӑ, Вика - Краснодарта, ашшӗ-амӑшӗ патӗнче. Эпир уйӑхра пӗрре тӗл пулнӑ тен. Пӗррехинче чӑтаймарӑм: «Атя пӗрле пурӑнса пӑхатпӑр», - терӗм. Вика Сочи хулине куҫса пычӗ. Чӑн та, кӗҫех ӑна унта та пӗччен пӑрахса хӑвартӑм эпӗ - Гарик Мартиросян ТНТ канала «Наша Russia» проекта чӗнчӗ. Ку мана кӗсьене хулӑнлатма та май пачӗ. Ҫапла вара Викӑна Мускава пушӑ ҫӗре илсе пымарӑм. - Туя ҫапах та Сочире ирттертӗр-и? - Паллах! Пирӗн пӗтӗм тӑван унта вӗт! 07.07.07 цифрӑна ӑнсӑртран суйламан - Вика ҫуралнӑ ҫав кун. «Ҫиччӗсем», «саккӑрсем» каярахпа модӑна кӗчӗҫ. Эпир вара пӗрремӗш пулнӑ. Пирӗн ача час ҫуралмарӗ. Пӗрлешнӗренпе ҫичӗ ҫултан кӑна аслӑ хӗр пӗрчи Эстелла кун ҫути курчӗ, каярахпа иккӗмӗшне аист илсе килчӗ. Иккӗшӗн ҫуралнӑ кунӗсене хушсан каллех ҫиччӗ пулать. Голливудри манӑн пӗрремӗш премьера та ҫиччӗпех ҫыхӑннӑ - кӑрлачӑн 16-мӗшӗ. Хушсан ҫиччӗ пулать. Пирӗн ҫемьешӗн питӗ телейлӗ цифра ку. Ҫиччӗ пирӗн ҫемьене телей кӳрет. - Эсир кӑмӑллӑ лару-тӑрура паллашнине пӗлетӗп. - Эпир Краснодарта Ҫӗнтерӳ кунӗнче 2003 ҫулта паллашрӑмӑр. Виктория «ҫӗнтерӳ» пулнине пӗлтерни ҫитмен, хуняҫа та Виктор ятлӑ манӑн. Апла - икӗ хут Ҫӗнтерӳ! Маншӑн чӑнласах телейлӗ пулчӗ ҫав ҫул. Пирӗн команда КВН Аслӑ лигинче ҫӗнтерчӗ. - Викӑна Мускавра пушӑ вырӑнта кӗтсе илмен терӗр... - Мир проспектӗнче пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илтӗмӗр те майӗпен ӑна юлташсемпе, япалапа тултарма пуҫларӑмӑр. МКАД тулашӗнче пурӑнма питӗ йывӑр пулӗччӗ - иксӗмӗр те ҫынна хӑнӑхнӑ. Кунта вара - центр, ҫын хушшинче... - Сирӗнне регистраци тӑтӑшах тӗрӗслетчӗҫ-и? - Пӗртен-пӗрре. Йӗркепе килӗшӳллӗн малтан хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан манӑн паспорта аллисенче ҫавӑрттаркаларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна хӑйсен манпа сӑн ӳкерӗнес килнине каларӗҫ. Вҫе, милици-полици таврашӗпе урӑх ҫыхланман. - Виктория, эсир Галустян мӑшӑрӗ пулнине ҫынсене тӳрех калатӑр-и? - Хама паллӑ ҫыннӑн мӑшӑрӗ пек кӑна пӗрре те туяс килмест. Ҫынсем ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн хӑйсене урӑхларах тыткалани те вӗчӗрхентерет кӑна. Йӑпӑлтатма, сӑмах шырама пуҫлаҫҫӗ. Тин кӑна эпӗ вӗсене пачах та кӑсӑклантармастӑмччӗ, Галустян арӑмӗ пулнине пӗлсен вара, мӗнле каламалла та, мана хак пама пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та упӑшка пирки май пур таран калаҫмастӑп. Анчах сӑмах хӑех темшӗн ун патне ҫаврӑнса ҫитет. Пӗри унӑн шӳтне аса илет, тепри - кӑларӑмне... - Хӑна йышӑнма юрататӑр-и? - Пирӗн алӑк яланах уҫӑ. Кӗтмен хӑнасене кӑна кӑмӑлласах каймастӑп. Викӑпа иксӗмӗр те - кӑнтӑр енчен, хӑнана сӑйлама юрататпӑр, ҫавӑнпа пирӗн сӗтел тулли пулмалла. Хӑнана пижамӑпа мар, капӑрланса кӗтсе илмелле пирӗн. Какая шашлӑк валли маринадласа, сивӗтмӗше эрех хурса ӗлкӗрмелле. Маларах калаҫса татӑлсан пирӗн патра яланах питӗ пысӑк та хаваслӑ ушкӑн пуҫтарӑнать. Эпӗ ытларах килте канма юрататӑп, ресторанра мар. Ачасене те килтех килӗшерех парать, кунта вӗсем темӗн те хӑтланма пултараҫҫӗ, никам та чалӑшшӑн пӑхакан ҫук. Вика, тен, урӑхларах шухӑшлать, ҫапах та ун ҫине ӗҫ ытларах тиенет-ҫке. Анчах та пирӗн ҫавӑн пек юлташсем - вӗсем сӗтел хатӗрлеме те, савӑт-сапа пуҫтарма та пулӑшаҫҫӗ. - Эсир хӑвӑр та аван хатӗрлетӗр пулӗ-ха, аҫӑр повар вӗт. - Телее, аттен тепӗр ывӑл та пур, Давид. Тутлӑ апат-ҫимҫӗпе ҫыхӑннӑ пултарулӑх йӑлтах ӑна куҫнӑ. Эпӗ, йышӑнатӑп, хам пурнӑҫра нихӑҫан та апат хатӗрлесе курман, пӗлместӗп те. - Эсир вара аннӗртен, врачран, тӗслӗх илнӗ - медицина училищинчен вӗренсе тухнӑ. Виктория, фельдшер ҫемьерех пурри аван-тӑр... - Кулӑшла тӗслӗх аса килчӗ... Пӗррехинче хытах чирлерӗм, ниепле те сывалса пӗтейместӗп. Миша тарӑхрӗ те мана хӑй сиплессине каларӗ. Хайхи темӗнле пысӑк таблетка илсе килчӗ, ӑна мана ӗҫме хушрӗ. Эпӗ, вӑйсӑрлансах ҫитнӗскер, ӑна-кӑна пӑхса тӑмарӑм. Анчах та эмеле ниепле те ҫӑтса антарса яраймастӑп. Тем чӑшлать манӑн ҫӑварта... Миша тарӑхать: «Эмел те ӗҫейместӗн-и?!» - тет. Каярахпа ҫакӑ паллӑ пулчӗ - ку таблеткӑна малтан шывра ирӗлтермелле пулнӑ-мӗн... Анчах та кун пекки пӗрре кӑна пулнӑ. Миша темӗн тума та пӗлет. Сурансене те хӑех ҫыхать. Пӗр япала кӑна ҫитмест пире. Мишӑн ялан е ӳкерӗнме каймалла, е гастрольсем, вӑт килте ытларах пулсанччӗ... - Эсир ачӑрсене тӗлӗнмелле ятсем панӑ: Эстелла, Элина... Кам суйланӑ? Виктория: Эпир пӗрремӗш ачана питӗ вӑрах кӗтрӗмӗр. Ҫавӑнпа та ӑна хӑйне евӗр ят парас килчӗ. Иккӗмӗш те хӗр пулассине пӗлсен пӗр евӗртерех янӑракан ят шырарӑмӑр. Манӑн пӗлӗшсен хушшинче Элина ятлисем пур, пурте пӗр пекрех вӗсем: ҫепӗҫ, туйӑмлӑ, ҫав вӑхӑтрах характерлӑ. Вӑт пирӗн те кӗҫӗнни хӑйне кӳрентерме памасть, кирек мӗнле ыйтупа та хӑйӗн шухӑшне палӑртать. Михаил: Ачасен ячӗсене вӗсем амӑшӗн варӗнче выртнӑ чухне суйланӑ та эпӗ пуринпе те килӗшеттӗм. Пысӑк хырӑмлӑ хӗрарӑма ӑссӑр арҫын кӑна хирӗҫлеме пултарать /кулать/. - Тӗне кӗртнӗ-и ачӑрсене? - Аслин хресна ашшӗ - кинокомпани енӗпе манӑн партнер Армен Аманикян. Кӗҫӗннин хальлӗхе хресна ашшӗ-амӑшӗ ҫук-ха. Виктория: Хӑй вара кӑсӑкланать те ӗнтӗ - мӗншӗн Эстеллӑн пур вӗсем, унӑн вара - ҫук? Эпир Мишӑпа кӑштах ӑслӑлантӑмӑр курӑнать - мӗншӗн пирӗн ачасемшӗн татса памалла? Эпир Элинӑна сӑнама пуҫларӑмӑр - кам патне ытларах туртӑнать вӑл? Ку тӗслӗхре тӗрӗс тунӑ пек туйӑнать, каларӑм ӗнтӗ, Элина - хӑйӗн шухӑшне палӑртма хӑнӑхнӑ. Пулас хресна ашшӗ-амӑшне те хӑех суйлать пулӗ тетпӗр. - Ачӑрсене мӗнле воспитани паратӑр? - Эстеллӑна шкула васкаса ямӑпӑр. Тӗрӗссипе, хӑшне ярассине палӑртман-ха та. Ача садӗнче вӑл акӑлчанла вӗренет, пианино калама хӑнӑхать, художество студине ҫӳрет. Гимнастикӑпа, конькипе ярӑнассипе аппаланать. - Конькие ашшӗне кура суйланӑ-и? - Пӑр ҫинче эрешсем туса ярӑнасси - чӑнкӑ! Викӑпа иксӗмӗрӗн ҫакӑн пек май пулманнишӗн шеллетӗп эпӗ. Кун пек ачасем тӑтӑш чирлеменнине, вӗсен иммунитечӗ ҫирӗпреххине сӑнарӑмӑр эпир. Ҫавӑнпа Эстеллӑна та пӑр ҫине илсе килтӗм. Сӑмах май, Викӑна та коньки ҫине тӑратрӑм, ку таранччен ярӑнманччӗ вӑл. - Эсир пӗр вӗҫӗмсӗр мӗне те пулин вӗренетӗр. Нумаях пулмасть юрист дипломне илтӗр. Виктория психологи факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ. Мӗн тума кирлӗ сире ку? - Манӑн хамӑн кинокомпани пулнипе тӗрлӗ килӗшӳпе, контрактпа ӗҫлеме тивет. Саккун капла та кӑсӑклӑ маншӑн. Право патшалӑхӗнче пурӑнса вӗсене пӗлменни тӗлӗнтерет те. Маларах вара эпӗ Сочире туризм тата курорт ӗҫӗ пирки диплом ҫырнӑччӗ. Совет Союзӗн историне тишкернӗччӗ - космоса пӗрремӗш хут вӗҫнинчен пуҫласа перестройка таранччен. Аудиторие телекамерӑллӑ ҫынсем кӗнинчен тӗлӗннӗччӗ. Кайран ӑнлантӑм - вӗсем Галустян шӳтлеме пуҫласса кӗтнӗ-мӗн. Анчах ман пуҫра шӳт шухӑшӗ марччӗ... Вика вара экономика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Ӗҫлеме пуҫласан ку хӑйне пачах та кӑсӑклантарманнине туйса илнӗ. Пӗр вӑхӑт кил хуҫи рольне виҫсе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ курсра ӑс пухнӑ: актер ӑсталӑхӗ, диджей. Анчах та пӗр ӗҫӗпе те аппаланма ирӗк памарӑм. Каярахпа хӑйне мӗн кирлине ӑнланса илчӗ. Унӑн ҫӗнӗ профессийӗ ҫемьене те ырӑ витӗм кӳрет. Малтанах эпӗ мӗн те пулин хӗрсе кайса каласан пирӗн килте тавлашу тухатчӗ. Халӗ манӑн сӑмахсене урӑхларах йышӑнать, эпӗ те вӑл мӗн каланине тӑнлакан пултӑм. - Психолог арӑм - лайӑх апла. Михаил, сире шӑпа парне хыҫҫӑн парне кӳрет курӑнать... - Питӗ ансат - енчен те темӗн мана хирӗҫле пырать тӗк эпӗ пуҫпа стенана ҫапмастӑп, пурнӑҫа урӑхларах хаклама тӑрӑшатӑп: лару-тӑрӑва кура. Хампа мӗн пулса иртнине шӑпа парни вырӑнне йышӑнма тӑрӑшатӑп. Ҫав ҫул чӑнах та питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ - Викӑпа паллашрӑм, КВНра выляса илтӗмӗр. Анчах та ҫулталӑкранах хӑрушӑ аварие ҫаклантӑм, икӗ ура та хуҫӑлчӗ. Анчах та ун чухне те аптраса ӳкмерӗм. Ку ҫӳлтен паллӑ панӑн туйӑнчӗ - ытла хытӑ ан сик. - Халӗ вара ӑҫталла сикетӗр? - Эрменсен пысӑк ҫемье пуянлӑх шутланать. Шел те, хамӑн тымарсене пӗлсех каймастӑп. Ҫӗр ҫул каялла Турцире эрмен халӑхне хирӗҫле хӑрушӑ геноцид пулнӑ, ҫавна пула пирӗн нумайӑшӗн йӑх йывӑҫҫи ҫухалнӑ. Мӑн асаттерен пуҫласа хамӑн историе ҫапах та пӗлетӗп. Асаттен вуникӗ шӑллӗ-пиччӗшӗ тата виҫӗ аппӑшӗ-йӑмӑкӗ пулнӑ. Асаннен, унӑн хушамачӗ Саулян пулнӑ, йӑхӗ вӑрӑм ӗмӗрпе палӑрнӑ. Пирӗн юн питӗ лайӑх! Атте-анне пирӗн пата тӑтӑшах килеҫҫӗ. Ачасене кашни ҫуллах вӗсем патне ӑсататпӑр - Сочие е Краснодара. Ну, Викӑпа иксӗмӗр вӗсем тинӗс хӗрринче шампӑлтатнӑ май йыш хушма тӑрӑшӑпӑр, Эстеллӑпа Элина шӑллӗне е тепӗр йӑмӑкне хирӗҫ пулас ҫук пек туйӑнать.
101 ҫулти кинемей тутлӑ кукӑль пӗҫерет, купӑс калать
Трак енре 100 ҫул ытла пурӑнакан нумай. Ку енӗпе уйрӑмах Тусай ялӗ палӑрчӗ: Павел Трофимов - 103, Василиса Григорьева - 102 ҫула яхӑн, Александр Александров 101 ҫул ытла пурӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра Ирина Орловӑран аслӑ ҫын районта ҫук. Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 102 ҫул ҫитет. Паян сире вӑрӑм ӗмӗрлӗ тепӗр хӗрарӑмпа паллаштарасшӑн. Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче вӑл 101 ҫул тултарчӗ. Ҫав шутран 95 ҫулне Васнар ялӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Патша саманинчи, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи тата хальхи пурнӑҫ тути-масине пайтах тутаннӑ Валентина Егоровна, Васнара та ӑна йывӑр пурнӑҫ илсе ҫитернӗ... Валентина Новоселова, Тутарстанри Апас районне кӗрекен Шонгут ятлӑ вырӑс ялӗнче ҫуралнӑскер, ХХ ӗмӗрти ҫирӗммӗш ҫулсенчи выҫлӑха куҫҫуль витӗр аса илет. Ҫемьере ҫичӗ ачаран чи кӗҫӗнни пулнӑ вӑл. 2 ҫулта чухнех ашшӗ вилнӗ. Амӑшӗ Ишлей тӑрӑхне качча тухнӑ аппӑшӗ патне пулӑшу ыйтса ҫыру янӑ. Тӑванӗн упӑшки кунти юханшывсем ҫинче шыв арманӗсем тытса тӑнӑ. Вӗсем чӗннипе Мария Александровна 4 ачипе Васнарти арман ҫуртне килсе хӳтлӗх тупать. Ҫичӗ ҫул тертленсе пурӑннӑ хыҫҫӑн тин ҫурт лартса хӑйсем тӗллӗн пурӑнма пуҫлаҫҫӗ. Валентина Егоровна ачаранпах пӗлӳ патне туртӑннӑ. Тӗрлӗ шкулта 8 класс вӗреннӗ. Ҫав вӑхӑтра ку сахал шутланман. Таҫта та ӗҫлеме тӳр килнӗ унӑн. Трак районне туса хурсан пӗрремӗш телефонистка пулса тӑнӑ. Унтан Перекет банкӗнче кассирта тӑрӑшнӑ. Колхозра ытларах вӑй хунӑ вӑл: кладовщикра, пахчаҫимӗҫ бригадирӗнче, сысна ферминче тимленӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тылра хастар ӗҫленӗшӗн медале тивӗҫнӗ. 1940 ҫулта Валентина Васнарти Василий Цветкова качча тухать. Анчах та чӑваш каччипе вырӑс хӗрӗ пӗрле нумай та пурӑнайман: тӗнче иккӗмӗш вӑрҫи пуҫланать. Упӑшкине фронта ӑсатсанах Валентина пӗрремӗш ачине ҫуратать. Телее, Василий Иванович вӑрҫӑран тӗрӗс-тӗкелех таврӑнать, ветеринара вӗренсе чылай ҫул санитарта тӑрӑшать. 1962 ҫулта йывӑҫ пӳрт лартнӑ Цветковсем. Халӗ фронтовик арӑмӗ ҫавӑнтах пурӑнать. Упӑшки вилни 22 ҫула кайрӗ ӗнтӗ. Валентина Егоровна мӑшӑрӗпе 5 ачине чун парса пӑхса ӳстернӗ. Шел, чире пула асли Лилия пурнӑҫран вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ. Алевтина, Володя, Викентий, Татьяна чиперех кун кунлаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене килӗшнӗ профессисемпе ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗнтӗ. Валентина Ивановнӑн паян куна 11 мӑнук, 16 кӗҫӗн мӑнук тата 1 чи кӗҫӗн мӑнук пур. Вӗсенчен иккӗшне Валентина амӑшне сума суса Мария ят хунӑ. Манмаҫҫӗ ачисемпе мӑнукӗсем ватӑ асламӑшне тата кукамӑшне - вӑхӑт тупса килсех тӑраҫҫӗ, ӗҫсене йышпа пурнӑҫлаҫҫӗ. Уйрӑмах район центрӗнче пурӑнакан Викентий килти хуҫалӑха пӗччен тытса пыракан амӑшне час-часах пулӑшать. Валентина хӑй вӑхӑтӗнче купӑс калама вӗреннӗ те паян та ку хатӗре алла тытсан тӗрлӗ юрӑ-кӗвӗ янраттарать. Хисеплӗ хӗрарӑма 101 ҫулхи менельникпе ӑшшӑн саламласа парнесемпе чысланӑ хыҫҫӑн ветерансен районти ертӳҫи Георгий Леонидович купӑсне тӑсса ячӗ те ӗлӗкхи чӑваш халӑх юррисене вылярӗ. Валентина Егоровна юрларӗ, хӑй те купӑс каласа кӑтартрӗ. Хӑнасене чӑваш сӗтелӗ хушшине вырнаҫтарчӗҫ. Викентий амӑшӗ тин ҫеҫ пӗҫернӗ вӗри кукӑле касса сӗтел ҫине лартрӗ. Пӗр ӗмӗр урлӑ каҫнӑ кинемей ҫакӑн пек тутлӑ апат-ҫимӗҫ янтӑлама пултарнинчен тӗлӗнтӗмӗр. - Ҫак хушӑра больницӑра пулман, васкавлӑ пулӑшу чӗнмен. Ыйхӑ килет. Ватлӑх ҫулӗ ҫеҫ кун хыҫҫӑн кун хӑвалать. Вӑхӑта хаҫат-журнал вуласа, радио итлесе, тӗрӗ тӗрлесе, кавир, алсиш-чӑлха ҫыхса ирттеретӗп. Мунча та хамах хутса кӗретӗп. Кӗсье телефонӗпе те усӑ куратӑп, - терӗ Валентина Егоровна хӑйне епле туйнине ыйтсан. Ҫавӑн пек ӗнтӗ вӗсем, чӑваш ялӗсенче тӑван килӗнче ӗмӗрлекенсем - чир-чӗр аптратмасан вӑй ҫитнӗ таран мал ӗмӗтпе пурӑнаҫҫӗ. Район пурнӑҫӗпе те кӑсӑкланса тӑрать Валентина Егоровна. Хушӑран-хушӑ «Красноармейски районӗ умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале те хавхаланса пӑхать. «Ача амӑшӗн мухтавӗ», «Ӗҫ ветеранӗ» медальсемпе пӗрле упрать ӑна.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...»
Акӑ вӗсем, ҫӑкалӑхпа чикӗленекен Патӑрьел районӗнчи Кӗҫӗн Арапуҫ пӗви урлӑ выртакан кӗпере ӗҫ хыҫҫӑн кашни каҫ такӑрлатнӑ телейлӗ мӑшӑр. Хӗсметрен таврӑннӑ Николай салтак кительне те хывман-ха, шурӑ халат тӑхӑннӑ вунсаккӑрти Евдокия вара тин ҫеҫ хут уйӑрттарнӑ мӑшӑрӗпе савнийӗпе тӗл пулнӑ пек кӑна курнӑҫаять - ӗҫлемелле, Тӑван ҫӗршыва ура ҫине ҫӗклемелле... Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче тата ун хыҫҫӑн пурнӑҫ тути-масине туйнӑ кашни ҫын ҫак йӗркесенче хӑйӗн шӑпине палласа илчӗ-тӗр, шелсӗр выҫлӑх ҫулӗсене те тӳснӗ, кӑра вӑкӑрсене пӑхӑнтарса суха тунӑ, вӑрман касса Атӑл тӑрӑх ӑсатнӑ... Анчах чунра чи ӑшӑ туйӑмсем валли вырӑн хӑварсассӑн, пурнӑҫӑн яланах тикӗс мар ҫулӗпе утма алӑ паракан пулсассӑн темӗнле нушана та тӳссе ирттерме пулать. Ҫӑкалӑхра пурӑнакан Кураковсем патӗнче пулса курнӑ хыҫҫӑн ҫакна татах та ытларах ӗненме тытӑнатӑн. Арапуҫ кӗперӗпе тӗлпулӑва ҫӳренисене вара паян та, утмӑл ҫул иртсен, ӑшӑ кулӑпа аса илет телейлӗ мӑшӑр. Вӗсем салтак тивӗҫне Калининград облаҫӗнче пурнӑҫласа тин таврӑннӑ Николай Шурутри /Комсомольски районӗ/ аппӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ. Яш кунтан тухма пӗлмен, ялти чипер хӗре Евдокийӑна куҫ хывнӑ. Ытарайманнипех евчӗ янӑ. Шурӑ халатлӑ пикене ялта пурте килӗштернӗ. Яшсем кӑна мар, ватти-вӗттипе ача-пӑча та. «Пӗрре ҫапла шӑллӑмӑн улттӑри ачи чупса кӗчӗ те, «Альтюк аппа паян качча каять!» - тесе шавлама тытӑнчӗ. Ун чухне туй-ҫуй пирки сӑмах-юмах та пулман-ха, ача сӑмахсем вара чӑна килчӗҫ, ҫав кунах тенкисене шӑнкӑртаттарса туй арӑмӗсем пырса кӗчӗҫ», - аса илет Евдокия Петровна чылай кӗтме тивнӗ телей пуҫламӑшне: мӑшӑр пӗрлешнӗ хыҫҫӑн та тӳрех пӗрле пурӑнайман-ха. Николайӑн ҫамрӑк арӑмӗ Нӑрваш Шӑхальте ӗҫленӗ, унта ҫитсе ҫӳреме вара ҫӑмӑлах пулман. Шурутран вара чылай ҫывӑхрах. Ҫамрӑк кине упӑшкин тӑванӗсем тӳрех кӑмӑлланӑ. «Эх, Альтюк, мӗнле килме пӗлтӗн?!» - тенӗ Марье, мӑшӑрӗн аппӑшӗ. Ун чухне чӑваш ҫӗрӗсем ҫинче те трахома тӗлли-паллисӗр алхаснӑ, ҫын пурнӑҫне сарӑмсӑр татнӑ. Тухтӑрсем вара ҫитмен. Хунямӑшӗ ӑна хӑйне ачашшӑн «кукамай» тесе чӗнме хушнӑ. Туйра Евдокия амӑшӗн пилне илеймен, вӑл вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче йывӑр чирлесе вилнӗ. «Ӗҫрен таврӑнтӑм та, анне кӑмака ҫинче юн сурса ларать. Вӑл килӗрен ҫӑм пуҫтарса арлатчӗ, эпӗ ҫыхса тӑраттӑмччӗ. Юлашки мӑшӑр чӑлхана ҫыхса пӗтернӗ ҫӗре аптӑрарӗ. Ҫӗпӗр язви пулчӗ ку. Хусана самолетпа чи лайӑх тухтӑрсем патне леҫесшӗнччӗ, анчах хирӗҫлерӗ. Хӑйсем килсе ҫитрӗҫ, никама та кӗртмерӗҫ. Темиҫе кунран вилчӗ», - инкек ӗнер пулса иртнӗ пек ыратакан чунне хытарса каласа парать Альтюк аппа. Больницӑсенче ӗҫленӗ хушӑра пуртта пӗрре лартса вутӑ ҫурма та хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫав вӑхӑтрах амбулаторире кунне вун-вун ҫынна пулӑшма ӗлкӗрнӗ, каярах патронаж сестринче те ӗҫленӗ Евдокия Петровна. Ҫакна хакласа ӑна каярах «Ӗҫ ветеранӗ» ятпа чыслаҫҫӗ. Евдокия Нӑрваш Шӑхальте санитаркӑра, мӑшӑрӗ Ишекри ялхуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ хушӑрах Кураковсен аслӑ ывӑлӗ ҫуралать. «Пире валли ӑна Хӗл Мучи илсе килчӗ», - шӳтлет Альтюк аппа Владимир раштав уйӑхӗн 31-мӗш каҫхине ҫуралнине аса илсе. Мӑшӑр тинех пӗрле пурӑнма тытӑнать - Николай Кондратьевич арӑмӗпе ачине хӑйӗн тӗп килне илсе каять. Анчах та кунти ҫурт темиҫе ҫемье валли ытла та тӑвӑр пулнӑ. Ҫапла вӗсем 1957 ҫулта Патӑрьел районӗн Ишлӗ Шетмӗ вӑрманӗ витӗр тухса Липовкӑна пурӑнма куҫаҫҫӗ. Кунта тӑпӑл-тӑпӑл ҫурт туянаҫҫӗ. Евдокия Петровна тирпейлӗ тытнӑ укҫине - ҫемье пурнӑҫне пуҫламашкӑн вӑл чухах пулнӑ. Николай Кондратьевич поселокри завода ӗҫлеме вырнаҫать. «Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ялсенче лайӑх лашасем юлманпа пӗрехчӗ. Вӑкӑрсене малтан вӗрентнӗ, кайран уя илсе тухнӑ. Ҫак выльӑхпа ӗҫлеме хӑрушӑччӗ, хӑш-пӗр чух тытса чарма та май ҫукчӗ. Вӗсене Канашранах кӳрсе килнӗччӗ», - аса илет хӗрарӑм. Ку ӑру ачалӑхӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тертлӗ ҫулӗсемпе тӗл килнӗ. Ҫак вӑхӑтри ӗҫри хастарлӑхшӑн Николай Кураков медале те тивӗҫнӗ, кайран «Ӗҫ ветеранӗ» ята илнӗ. Ҫемьене ура ҫине тӑратма лесопунктри пилорамӑна ӗҫе вырнаҫнӑ. «Ылтӑн алӑллӑ ӑста», - тенӗ ун пирки халӑхра. Ҫурт хӑпартмалла-и, ҫенӗк тумалла-и - пурте чӳрече рамисене тума унран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫак вӑхӑтра кӳршӗри Смычка ялӗнче медсестра шыранӑ - опытлӑ Евдокийӑна тӳрех унта илеҫҫӗ. «Кӗтӳ хӑваланӑ чухне ир-ирех тӑраттӑмӑр та уй тӑрӑх ҫынсене сиплеме тухса утаттӑмӑр. Кунне виҫӗ хут эмелленӗ. Унтан кӑшт выртса каннӑ пек пулсан кӑнтӑрла тӗлне каллех ҫула тухнӑ. Кунне виҫӗ хут ҫитнӗ чирлисем патне, - сӳтет Евдокия Петровна аса илӳ ҫӑмхине. Чир ураран ӳкернисен ӳчӗсене те сӗтӗрме тивнӗ имшер те черчен хӗрарӑмсен. - Трахома ҫава пек ҫулчӗ халӑха…». Пӑлапуҫ Пашьельте ӗҫленӗ чухне те трахомӑллӑ участока вӑл кӗске вӑхӑтрах чиртен тасатнӑ. Ҫавӑнпа та Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи виҫӗ ял - Смычка, Малиновака тата Липовка - ҫыннисем ҫак муртан хӑтӑласса шанса йӑнӑшман. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче окоп чавни те, вӑкӑра пӑхӑнтарни те, чирлӗ ҫынсене сӗтӗрни те чӑваш хӗрарӑмӗшӗн, хӑй каланӑ тӑрӑх, чи йывӑр ӗҫ пулман. Чи йывӑрри - тӑван ачана ҫухатни. Тӑваттӑн ҫитӗннӗ вӗсем Кураковсен, тӑваттӑшӗ те ывӑл - пӑхаттирсем. Ялта Альтюк аппана пӗтӗм хӗрарӑм ӑмсанса тӑнӑ. - Ачасем ҫинчен вара пирӗн каламалӑх пур. Эпӗ, килти пӗччен хӗрарӑм, ҫурта нихӑҫан та пӑрахса хӑварма хӑраман, ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре савӑт-сапа та, урай та, кӗпе-йӗм те тап-таса пулнӑ, - тет телейлӗ амӑшӗ. - Ӗҫе алӑран туртса илетчӗҫ. - Шкул пухӑвӗсенче мухтатчӗҫ, лайӑх вӗреннӗшӗн комисси ларӑвӗн членне те суйлатчӗҫ, - ывӑлӗсемпе мӑнаҫланать Николай Кондратьевич та. - Аслин вӗренме кайма вӑхӑт ҫитсен тракториста ярасшӑн пултӑмӑр. Суха тӑвакан кирлӗ, ҫурхи ӗҫсем кӳршӗсенчен кая юлса пыратчӗҫ. Ывӑлӗсем тракториста, чӑн та, вӗреннӗ. Ҫулӗсем ҫитсен тракторист кӑна мар, уй карапӗпе ҫӳрекен те пулнӑ вӗсен йышӗнчен. Анчах та тракторист-комбайнер профессине алла илни вӗсене аслӑ пӗлӳллӗ пулма чӑрмантарман. Пурте ашшӗ-амӑшӗ пекех ҫирӗп ҫемье ҫавӑрнӑ. Анчах та темиҫе ҫул каялла вӗсен килне хӑрушӑ инкек пырса кӗнӗ, йывӑр чир ывӑлӗн Анатолин пурнӑҫне сарӑмсӑр татать. Халӗ ватӑсене унӑн мӑшӑрӗ тата мӑнукӗ пӑхаҫҫӗ. Ҫӑкалӑхра пурӑнакан Леонидӑн ҫемйи те пулӑшсах тӑрать. - Мӗнле килӗштерсе пурӑнтӑр ҫак вӑхӑт хушши? - 60 ҫул пӗрле шӑкӑл-шӑкӑл ӗмӗрленин вӑрттӑнлӑхӗпе кӑсӑкланмасӑр тӳсеймерӗмӗр эпир. Николай ӗҫлесе илнӗ укҫине пӗтӗмпех мӑшӑрне парса тӑнӑ, мӗн пуррине пӗрле пайланӑ. «Пӗр алӑра тытӑннӑ пурнӑҫ» теҫҫӗ вӗсем хӑйсен кун-ҫулӗ пирки. Ҫак кунсенче кил-йыш тӑхӑр мӑнукӗпе кӗрекене пуҫтарӑнать. Кураковсем бриллиант туя паллӑ тӑваҫҫӗ.
Вика Сорокина
Эрех ҫынна ӑсран кӑларнине иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех паллӑ классикӑмӑр асӑрханӑ. Чӑн та, ӑсран кӑларать. Ӑсран кӑна кӑларнипе те ҫырлахмасть — леш тӗнчене ӑсатать. 2015 ҫулта, акӑ, пирӗн пӗчӗк республикӑра эрехе пула наркӑмӑшланнӑ 1330 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку вӑл — официаллӑ статистика тӑрӑх. Урӑхларах каласан, хыпса лартнӑ хыҫҫӑн асапланнӑ самантра шур халатлисенчен пулӑшу ыйтни цифри. Эрехне хӗрарӑмӗ те, арҫынӗ те тиркемест те, анчах наркӑмӑшланакансен хушшинче 78 проценчӗ — арҫынсем. Эрехпе наркӑмӑшланнӑ Патӑрьел, Пӑрачкав тата Йӗпреҫ районӗсенчи ҫынсенчен пурте леш тӗнчене ӑсаннӑ. Муркаш, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Тӑвай, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Вӑрнар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай, Элӗк районӗсенче тата Ҫӗмӗрле хулинче те вилекенсен йышӗ аванах: эрехпе наркӑмӑшланнисенчен ҫурри ытла куҫне хупнӑ.
Вӑрнар районӗнче виҫӗреш ҫуралнӑ
Ача ҫурални — пысӑк телей. Йӗкӗреш ҫут тӗнчене сайра хутра килет. Виҫӗреш вара республикӑра ҫулталӑкне темиҫе ҫемьере ҫеҫ ҫуралать. Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗнчи пӗр ҫемьере виҫӗреш кун ҫути курнӑ. Районта кунашкалли 10 ҫул пулман-мӗн. Ҫапла ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ хыпарлать. Владимирпа Ксенийӑн ҫемйинче харӑсах икӗ ывӑл тата хӗр ҫут тӗнчене килнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче вӗсене ача ҫуралнине ӗнентерекен хута савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Владимирпа Ксения ачасене Елизавета, Тимофей тата Илья ят хунӑ.
Ырӑ улшӑнусем пулмаллах
Муниципалитет йӗркеленӗвӗсенче иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе ҫӗнӗ тӗллевсем палӑртаҫҫӗ. Тунтикун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Комсомольски тӑрӑхӗнче пулчӗ. Районта иртнӗ ҫулсенче тума тытӑннӑ об Строительсен шухӑшӗ Иван Моторина тивӗҫтермерӗ. - Шкул ҫуртне Республика кунӗ тӗлне хута яма тӑрӑшӑр, - сӗнчӗ Иван Борисович. - Ӑна вӗҫлеме укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ уйӑрнӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтсанах ӗҫ хӑвӑртлӑхне ӳстерӗр. Иван Борисович Тукай Мишер ялӗнчи Илфат Айсын хресчен-фермер хуҫалӑхӗн аш-какай тирпейлекен цехне ҫитсе курчӗ. Унӑн производство кӑтартӑвӗсемпе, вӑл ветеринари-санитари правилисене епле пӑхӑннипе кӑсӑкланчӗ. Культура ҫуртӗнче районӑн 2015 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе тата экономика аталанӑвӗпе паллашрӗ. Райадминистраци пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур отраслӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫапах ял хуҫалӑхӗ ҫинчен ытларах калаҫрӗ. Кӑтартусем пур енӗпе те курӑмлӑ. Тырпул, пахчаҫимӗҫ, шӑрӑхра куллен шӑварнӑран уйрӑмах ҫӗрулми пысӑк тухӑҫ панӑ. Выльӑх йышне упраса хӑварнӑ. Халӗ хресченсем хӗрсех ҫуракине хатӗрленеҫҫӗ. Вӑрлӑха тасатса кондицие лартас енӗпе республикӑра малта пыраҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗ ырӑ улшӑнупа савӑнтарать. «Земство тухтӑрӗ» программӑпа килӗшӳллӗн юлашки тӑватӑ ҫулта района 18 ҫамрӑк специалист ӗҫлеме килнӗ. Шел те, кадр ыйтӑвӗ шкулсенче ҫивӗч. Учительсен вӑтам ӳсӗмӗ - 46 ҫул. Икӗ ҫулран сахалрах вӑй хуракансем 0,7: ҫеҫ. Ҫакӑ пӗлӳ ҫурчӗсенче ҫамрӑк педагогсен йышӗ ҫав тери пӗчӗккине пӗлтерет. Доклада сӳтсе явма ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Петр Красновпа Кияметдин Мифтахутдинов, финанс тата экономика аталанӑвӗн министрӗсен заместителӗсем Светлана Ивановӑпа Ольга Ланцова хутшӑнчӗҫ. Ку тӑрӑхран паллӑ ҫын нумай тухнине, район йӑла-йӗркепе пуяннине, чылай енӗпе республикӑра мала тухнине палӑртрӗҫ. Пӗчӗк тата вӑтам бизнес ӑнӑҫлӑ аталанать, вӗсен 42 субъекчӗ хушӑннӑ. Шел те, строительсем ҫурт-йӗр тӑвассипе, ҫул сарассипе плана тултарайман. И.Моторин канашлӑва пӗтӗмлетсе район халӑхӗ тӑрӑшса ӗҫленӗрен пысӑк ҫитӗнӳсем тунине палӑртрӗ. Ҫав вӑхӑтрах тулли хӑватпа усӑ курайман отрасльсен ӗҫне вӑйлатма сӗнчӗ. Районта ун валли ресурссем ҫителӗклӗ терӗ. Кӑҫалхи тӗллевсем уҫӑмлӑ, чылайӑшӗ ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланать. Производствӑра тӳрӗ кӑмӑлпа вӑй хурса палӑрнисем патшалӑх наградисене тивӗҫрӗҫ.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет
Совет Союзӗнче вӑйлӑ аталаннӑ ССО ун чухнехи студентсен асӗнче пурнӑҫри чи ырӑ самант пек ҫырӑнса юлнӑ. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Раҫҫей студотрячӗсен кунне кӑҫал пуҫласа паллӑ турӗҫ. Уява халалласа ЧР Правительство ҫуртӗнче иртнӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш Енри студотрядсен хастарӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта республика Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов хутшӑнчӗҫ. Чӑн та, Совет Союзӗ арканнӑ хыҫҫӑн асӑннӑ юхӑм хӑйӗн малтанхи мӑнаҫлӑхне ҫухатнӑ. Апла пулин те халӗ вӑл Раҫҫейӗн чылай регионӗнче ҫӗнӗрен хӑват илсе пырать. Чӑваш Енре юхӑма темиҫе ҫул каяллах чӗртсе тӑратнӑ, чӑвашсен отрячӗсем курӑмлӑ ҫитӗнӳсемпе палӑрма та ӗлкӗрнӗ. Пуринчен ытла - вожатӑйсен ушкӑнӗсем. Ҫапла 2011 ҫулта Чӑваш Ен студенчӗсен вӑйӗпе йӗркеленнӗ «Волгари» отряд Раҫҫейре чи лайӑххин ятне илнӗ. Хальхи вӑхӑтра педотрядсен ҫумне проводниксен, строительсен, аграри ӗҫченӗсен, сервис ыйтӑвӗсемпе тивӗҫтерекенсен ушкӑнӗсем хушӑннӑ. Ҫуллахи кану вӑхӑчӗ ҫитсенех вӗсем ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче вӑй хурӗҫ. - Чӑваш Енре йӗркеленнӗ отрядсем пуҫаруллӑ пулни вӗсем хута яракан проектсенчен те аван курӑнать. Акӑ нумаях пулмасть Интернет уҫлӑхӗнче «Эпӗ - вожатӑй» сайт ӗҫлеме пуҫларӗ. Округри студотрядсен пӗрремӗш квесчӗ те Чӑваш Енрех йӗркеленчӗ. Штаб хастарӗсем общество пурнӑҫӗнче яланах малта, вӗсем патриот воспитанийӗпе ҫыхӑннӑ акцисенче - чи малти ретре. Хӑйсем вӗренекен заведенисенче - тӗслӗх вырӑнӗнче, - кӗскен паллаштарчӗ Чӑваш Енри юхӑм ӗҫ-хӗлӗпе «Раҫҫей студотрячӗсем» /малалла - РСО/ ҫамрӑксен общество организацийӗн федерацин Атӑлҫи округӗнчи уйрӑмӗн комиссарӗ Елена Наумова. Паян асӑннӑ юхӑмӑн вырӑнти хастарӗсене мӗнле ыйтусем канӑҫсӑрлантараҫҫӗ-ха? РСОн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Дмитрий Ефимов палӑртнӑ ыйту, ахӑртнех, чи ҫивӗччисенчен пӗри пулчӗ: студентсем ку е вӑл квалификаци ҫуккипе лайӑх ӗҫлесе илме май паракан сӗнӳсенех йышӑнаймаҫҫӗ. Эппин, тӗп специальноҫпа вӗреннӗ хушӑрах хушма профессие те алла илни ытлашши пулмӗччӗ. Кун пирки Владимир Иванов министр ҫапла палӑртрӗ: «Паян республикӑри техникумсенче хальхи йышши оборудовани самай. Професси пӗлӗвӗ паракан ҫав заведенисемпе кӗске вӑхӑтлӑх курссем йӗркелемешкӗн килӗшӳсем тума май пур». Ҫамрӑксен пуҫарӑвӗсен центрӗн ертӳҫи Юлия Аланова студотрядсене республикӑри ҫул-йӗр ҫинче пыракан строительство ӗҫне явӑҫтар­ма сӗнет. Михаил Игнатьев ҫамрӑксен пуҫарулӑхне ырласа йышӑнчӗ. - Акӑ кӗҫех пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт валли магистраль хывас ӗҫ пуҫланӗ. Пӗтӗм Раҫҫейшӗн пӗлтерӗшлӗ пысӑк стройка пулма тивӗҫ вӑл. Паллах, ӗҫлекен чылай кирлӗ пулӗ. Ӗҫрен хӑраман маттур студентсен вӑйӗпе мӗншӗн усӑ курас мар? Ҫамрӑксемшӗн хушма укҫа ӗҫлесе илмелли май пулӗ, - терӗ Михаил Васильевич. Укҫа тенӗрен, «ҫавра сӗтелре» пӗрремӗш шалу ӗҫлесе илесси ҫинчен сӑмах пуҫарсан вӗренӳ министрӗ студотрядри ӗҫ-хӗлне ӑшшӑн аса илмесӗр чӑтаймарӗ: - Ҫӗмӗрле хулипе Кӑмаша ялне ҫыхӑнтаркан ҫула сарма хутшӑннӑччӗ эпир. Ҫав тӑрӑхра пулмассерен чунра мӑнаҫлӑх туйӑмӗ хуҫаланать: халӑхшӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пире шанса панӑ-ҫке. Ҫавӑн чухне ӗҫлесе илнӗ шалупа атте валли парнелӗх костюм туяннӑччӗ. РСО пайташӗсенчен хӑшӗ-пӗри кӑҫал Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн стипендиачӗ пулса тӑнӑ. Ӑна тивӗҫнисемшӗн «ҫавра сӗтел» усӑллӑ та кӑмӑллӑ калаҫупа кӑна мар, республика Пуҫлӑхӗн аллинчен Свидетельство илнипе те асра юлӗ.
Ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын пулса ӳсӗр
Чӑваш Енре кадетсен юхӑмӗ анлӑлансах пырать: хальхи вӑхӑтра республика корпусӗнче 88 кадет класӗ тата 4 кадет шкулӗ. Вӗсенче 3,5 пин ача вӗренет. Ҫитӗнекен ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва юратма, граждан тивӗҫӗсене ӑса хывма, чыса ҫамрӑкран упрама вӗрентес тӗллевпе пуҫарнӑ ушкӑнсенче воспитани илекенсем ытти вӗренекеншӗн - тӗслӗх вырӑнӗнче. Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче Шупашкарти Совет Союзӗн Геройӗ А.В.Кочетов полковник ячӗллӗ кадет шкулӗн вӗренекенӗсене кадетсен йышне илессине халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Унта Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ Владимир Иванов, пурлӑхпа ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗн председателӗ Наталья Тимофеева, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, Ҫветтуй Татиана чиркӗвӗн настоятелӗ Николай Иванов протоиерей, Тинӗс-ҫар флочӗн, Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗсем хутшӑнчӗҫ. - Тӗнчере лару-тӑру ансат мар. Ҫакнашкал саманара ҫамрӑк ӑрӑва Тӑван ҫӗршыва чунтан юратас туйӑмпа ҫитӗнтерес тени - пӗлтерӗшлӗ. Паянхи кадет хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывне сутас, чысне варалас ҫук. Ҫавӑнпа эпӗ ку юхӑма кӗрсе пыракан ачасен ашшӗ-амӑшне тав тӑватӑп - ывӑл-хӗрне патриот воспитанийӗ парассишӗн ҫине тӑнӑшӑн, - терӗ Михаил Игнатьев присяга тытма хатӗр маттурсем ҫинчен куҫ илеймен аслисем ҫине пӑхса. Паллах, ашшӗ-амӑшӗн шанӑҫне тӳрре кӑларасси вӗрентекенсемпе офицерсем тӑрӑшмасӑр пулмӗ. Ҫак кунран «тулли праваллӑ» кадет пулса тӑнӑ пиллӗкмӗшсем хӑйсен шкулӗн ырӑ йӑлисене малалла тӑссан темиҫе ҫултан ҫарпа ҫыхӑннӑ аслӑ вӗренӳ заведенине те кӗрейӗҫ. Республикӑри ҫар комиссариачӗ шута илнинчен ҫакӑ паллӑ: пӗлтӗр выпускниксем ҫар вӗренӳ заведенийӗсене вӗренме кӗрессипе Кочетов ячӗллӗ кадет шкулӗ республикӑра пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Кадет кӗнекине республика Пуҫлӑхӗн аллинчен илнӗ хӗрачасемпе арҫын ачасем ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваҫҫӗ. Акӑ Диана Александрова вӗренӳре «пиллӗксемпе» ӗлкӗрсе пырать, Максим Антонов вара «Кенгуру», «Русский медвежонок» конкурссен призерӗ те пулнӑ, пӗтӗм Раҫҫей «Всезнайка» ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ. Анна Якушкина хӑй чӑваш пулнипе мӑнаҫланни куҫкӗрет: вӗренӳ отличникӗ «Чӑваш шӑпчӑкӗ» юрӑ конкурсӗнче хула шайӗнче пӗрре мар ҫӗнтернӗ. - Чи пӗлтерӗшлӗ ҫӗнтерӳ - йывӑр чухне хӑвӑра хӑвӑр вӑй-хӑват пани. Ӑнӑҫуллӑ ҫын - пуянлӑх айне пулни мар, ҫӗршыва усӑ кӳрекен ҫын. Эсир шӑпах ҫавӑн пеккисем пулса ҫитӗнме тӑрӑшӑр, - пиллерӗ кадет присягине тытакансене Николай атте. Пиллӗкмӗшсем чиркӳ настоятелӗ каланине тӳрре кӑларма шантарнине палӑртса кадетсен йӑлана кӗнӗ девизӗпе тупа турӗҫ: «...Пурнӑҫа - ҫӗршыва, чыса - никама та!» Ҫапла пултӑрччӗ!
Гидрометцентр асӑрхаттарать!
Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет. Ҫавна май юр нумай ҫӑвать, ҫил ҫеккунтра 19–24 метр вӗрет. Ҫил хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. Ҫавӑнпа ҫирӗп мар ларакан конструкцисенчен пӑрӑнма ыйтаҫҫӗ. Реклама щичӗсене те ҫил йӑтса антарма пултарать. Йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх та пур. Ҫитес талӑкра Чӑваш Енре 7–10 мм юр ҫумалла. Ытларах ҫӗрле, ирхи 6 сехетчен ҫӑвӗ. Росгидромет юрпа вӑйлӑ ҫиле кура Чӑваш Енри хӑрушлӑха хӗрлӗ сарӑ тӗспе палӑртать.
Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси
Чӑваш Енри ҫарпа патриотизм клубӗсемпе пӗрлешӗвӗсен иккӗмӗш слетне кӑҫал 150 ытла ҫамрӑк патриот хутшӑнчӗ. Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсен, Ача-пӑча полици академийӗнче вӗренекенсен вунвиҫӗ команди тӗп хулари Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура хӑйсен вӑйне, ӑсне кӑтартрӗ. Мероприятие ҫавӑн пекех ЧР Наркотӗрӗслев управленийӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсем полици академийӗн воспитанникӗсене вунӑ ҫула яхӑн теори пӗлӗвӗ параҫҫӗ тата практика занятийӗсем ирттереҫҫӗ. Слет хӑнисен шутӗнче академирен лайӑх паллӑсемпе вӗренсе тухнӑ, хальхи вӑхӑтра РФ Наркотӗрӗслев службин Ҫӗпӗр юридици институчӗн пӗрремӗш курсӗнче пӗлӳ илекен Артем Фомин тата Александр Литвинец пулчӗҫ. Жюри членӗсене лайӑххисенчен лайӑххисене палӑртма ҫӑмӑлах пулмарӗ ахӑртнех. Виҫҫӗмӗш вырӑна Шупашкарти 37-мӗш шкул команди йышӑнчӗ. Иккӗмӗшсем - тӗп хулари 41-мӗш шкул патриочӗсем. Иккӗмӗш слет ҫӗнтерӳҫи - Ача-пӑча полици академийӗн «Тӑван ҫӗршыв» команди. Право хуралӗн службин профилӗпе хушма пӗлӳ паракан учреждени /сӑмах май, Раҫҫейре кун пекки урӑх ҫук/ воспитанникӗсем пӗрремӗш вырӑна тивӗҫлипех йышӑнчӗҫ. Вӗсем ҫирӗп сывлӑхлӑ, тарӑн пӗлӳллӗ, чылайӑшӗн спортӑн тӗрлӗ тӗсӗпе разрядсем те пур тата ҫамрӑк патриотсен Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлеме вӗренес тӗллевӗ питӗ пысӑк. Тӑван ҫӗршыва, чӑнах та, чунпа туйса, ӑспа пӗлсе хӳтӗлемелле. Ҫамрӑк патриотсен слечӗ евӗр мероприятисене йӗркелесе ирттересси йӑлана кӗрсе пырать. Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче пӗлӳ илекенсене вӗсем хӑйсен вӑйне, ӑс-хакӑлне кӑтартма, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашма май параҫҫӗ.
Хӑрасан та каялла чакман
Чӑваш Республикинче ҫуралса ӳснӗ 5 пин те 692 ҫамрӑк Афганистанра ҫар службинче тӑнӑ. «Тӑван халӑха, Тӑван Совет ҫӗршывне, Совет Правительствине шанчӑклӑ упрама» тупа тунӑ салтаксем вилӗм хӑратсан та нихӑҫан та каялла чакман. Десантниксемшӗн аманнӑ е вилнӗ юлташа ҫапӑҫу хирӗнче пӑрахса хӑварнинчен, тӑшмана хӗҫ-пӑшал панинчен чыссӑртарах ӗҫ пулман. Юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ вӗсем. Вӑхӑт малаллах шӑвать. Вӑрҫӑран таврӑннӑ чӑваш каччисем аслӑ пӗлӳ илме, ҫемье ҫавӑрса ача-пӑча ӳстерме, ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тума ӗлкӗрнӗ. Апла пулин те вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнисене сурансем, кӑвак беретпа тельняшка, темиҫе сӑнӳкерчӗк, «Хӑюлӑхшӑн» медаль тата Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, тирпейлӗ пуҫтарса хунӑ сержант пакунӗсем сӑртлӑ-туллӑҫӗршыв ҫинчен манма памаҫҫӗ. «Тепӗр чухне тӗлӗкре те курӑнать», - тет Владимир Михайлов сержант. Вӑл Афганистанра ҫулталӑк та виҫӗ уйӑх пулнӑ. Чӑваш каччине 1985 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн ҫар комиссариатӗнчен Канаша ӑсатнӑ. Ушкӑнра - 57 каччӑ. Десантник пулма тивӗҫлисем тепӗр кунне Канашран Хусан еннелле ҫула тухнӑ. Сызране ҫитнӗ, унтан - Фергана хулине... - Владимир Владимирович, ним пытармасӑр калӑр-ха: салтакран пӑрӑнса юлас шухӑш пулман-и? - Эпир ҫамрӑк чухне салтака кайманнисем ялта хисепре марччӗ. Асатте виҫӗ вӑрҫӑ витӗр тухнӑ. Атте те салтакра пулнӑ. Вӗсем каласа панисене лайӑх астӑватӑп. 7-мӗш класра вӗреннӗ чухнех шухӑш ҫирӗпленнӗ: салтака каймалла, десантник, разведчик пулмалла. Ачаран спортпа туслӑ пулнӑ, тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ, йӗлтӗрпе чупнӑ, «Зарницӑсене» хутшӑннӑ. Бокс секцине ҫӳренӗ, пӑшалтан пенӗ. Кӗскен каласан, ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман шухӑ ача пулнӑ. 1980 ҫулта пирӗн яла пӗрремӗш «афганец» килчӗ. Десантник. Эпир, 8-мӗш класс ачисем, ҫавӑн чухне вӑрҫӑ пирки пуҫласа илтрӗмӗр. - Хӑвӑра Афганистана илсе каяссине хӑш самантра пӗлтӗр? - Фергана хулине ҫитиччен виҫӗ кун маларах. Ҫул ҫинче пилӗк кун пулнӑ эпир, ҫав хушӑра сержантсемпе туслашрӑмӑр. Вӗсем систерчӗҫ: «Хӗрӳ вырӑна каятпӑр, кайран тата хӗрӳрех пулать». Пуйӑс кӑнтӑралла каять. Пирӗн ҫул ӑҫталла выртнине ҫавӑнтан та ӑнлантӑмӑр. Сызраньте салтак пӑтти ҫиме пуҫларӑмӑр. Малтан кутамккаран атте-анне кукӑлӗсене кӑларса кӑшлакаланӑччӗ. Стрелоксен 9-мӗш ротине лекрӗм. Эпӗ автоматчик-пулеметчик пулнӑ. Ферганара вӑрҫӑ ӗҫне ҫур ҫул вӗрентӗмӗр. Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Кабула 200 ҫын тухса кайрӑмӑр. Чӑвашсенчен ҫирӗмӗн пулнӑ. Баграмра сапаланӑ. Эпӗ пӗрле кайнисенчен пӗртен-пӗр чӑваш разведкӑна лекрӗм. Ҫапла пуҫланчӗ маншӑн вӑрҫӑ. - Килтисене пӗлтернӗ-и? - Малтанлӑха ҫырман. Вӗренетпӗр тенипех ҫырлахнӑ. Мана ҫара илсе кайнӑ вӑхӑтра хулара пурӑнакан тӑван шӑпах Афганистанран килнӗ. Яла пырсан пирӗннисемпе те калаҫнӑ ӗнтӗ вӑл. Фергана пирки сӑмах тухнӑ. Атте, салтакра пулнӑскер, эпӗ ӑҫта лекнине ӑнланса илнӗ ӗнтӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пытарман. Заданисене кайса ҫӳренисем пирки ҫырман паллах. Килтисене «Афганистан» сӑмаха илтни те кулянмалӑх, пӑшӑрханмалӑх ҫитнӗ. - Сирӗн кӑкӑр ҫинче «Хӑюлӑхшӑн» медальпе «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» ордена куратӑп... - Душмансен вӑрҫӑ тактики ҫапларах: каҫ кӳлӗм тапӑнса килеҫҫӗ. Ҫав каҫ вӗсем пӗр поста йӑлтах аркатса тӑкнӑ. 12 салтакран саккӑрӑшне вӗлернӗ. Пӗри тарнӑ, тепри, аманнӑскер, чулсем хыҫне пытаннӑ. Иккӗшӗ юлашки гранатӑпа сирпӗнсе кайма хатӗрленсе ларнӑ. Вӗсене пулӑшма чи малтан ҫитрӗмӗр. Мина хунӑ темиҫе уй, пилӗк таран юр ашса ту тӑррине хӑпартӑмӑр. Ҫав ҫапӑҫура паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн 1985 ҫулхи раштав уйӑхӗнче медальпе чысларӗҫ. Ордена пур ӗҫе те шута илсе пачӗҫ-тӗр. Пирӗн тӗп тивӗҫ «чӗлхе» тытасси тата хӗҫ-пӑшал тӑшман аллине лекесрен сыхласси шутланнӑ. - Вӑрҫӑ ача вӑййи мар: кашни утӑмрах вилӗм хурал тӑрать. Акӑ эсир те пӗрре кӑна мар аманнӑ, киле урасӑр таврӑннӑ... - Пӗрремӗш хут пырсанах пӗр уйӑхран аманнӑччӗ. Алла ванчӑк лекнипе суранланнӑччӗ. 1986 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче сержант званине пачӗҫ. 1987 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, служба вӑхӑчӗ вӗҫлениччен ҫитмӗл сакӑр кун юлсан, каҫхине задание кайсан мина ҫинче сирпӗнсе кайрӑм. Ура татӑлчӗ. Ҫакӑнпа маншӑн Афган вӑрҫи вӗҫленчӗ. Баграмра, Кабулта, Ташкентра, Подольскра... 9 уйӑх госпитальсенче сиплентӗм. Каҫчӗ ун чухне. Чипер пынӑ ҫӗртех ҫаврӑнса ҫапӑнтӑм. Малтан мӗн пулса иртнине ӑнланмарӑм-ха. Уйӑх ҫутинче хам ҫине чулсем тӑкӑннине кӑна куртӑм. Кайран вара мина сирпӗннине ӑнкартӑм. Алӑсене ҫӗклесе пӑхрӑм, сулахаййи ҫапкаланса тӑрать, ванчӑксем амантнӑ. Сылтӑм урана пӑхатӑп. Чиперех пек. Сулахай урана ҫӗклетӗп те - ҫӑп-ҫӑмӑл. Лайӑхрах пӑхатӑп: шӑлавар вӗҫӗн сӳсленчӗкӗсем кӑна вӗҫкелесе тӑраҫҫӗ. Малтан перӗнсе вилес килсе кайрӗ. Автомат тухса ӳкнӗ, айккинелле сирпӗннӗ, тӑсӑлса ҫитеймерӗм. Ачасем чупса пырса жгут хурса ҫыхрӗҫ. Юлташсем мана пӗр сехет ытла сӑртсем тӑрӑх ҫӗклесе ҫӳренӗ. Кайран тата 20 минут машинӑпа илсе тухнӑ. Вертолет килессе пӗр сехет кӗтсе выртнӑ хушӑра юлташсем пырса сывпуллашрӗҫ. Комбат та, Серебряков майор, пычӗ. «Ҫыру ҫыр, аслӑ пиччӳ Афганра юлнӑ тесе шутла», - терӗ вӑл. Халӗ те кашни ҫулах полкрисемпе Мускавра тӗл пулатпӑр. - Юлташсене вӑрҫӑ хирӗнче нумай ҫухатрӑр-и? - Эпир - 20 разведчик /кашни ҫур ҫултан улшӑнса тӑнӑ ӗнтӗ/ - телейлисем шутланнӑ. Пысӑк ҫухатусем тӳсмен. 1986 ҫулта взвод командирне снайпер персе вӗлерчӗ. Ҫавӑн чухнех тепӗр сержант аманнӑччӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн тепӗр ачана снайпер ҫурӑмран лектернӗччӗ. Эпир чи малта ҫӳренӗ. Тен, ҫавӑнпа ытлашши шар курман. Малтисене тӳрех пеме пуҫламаҫҫӗ-ҫке. Пӗрле кайнисенчен Патӑрьел районӗнче ҫуралса ӳснӗ Саша Журавлев 1986 ҫулта вилчӗ. Учебкӑра пулнисем пырсан тепӗр уйӑхран тупӑксемпе кайма пуҫларӗҫ. Шел, кайран, тӑван тӑрӑха таврӑнсан, чылайӑшне вӑхӑтсӑр юлашки ҫула ӑсатрӑмӑр. Ӗҫсе кайнисем нумайӑн. Хӑйсене хӑйсем тытма пӗлменни пӗтерет. Ытларах хампа танлаштарма тӑрӑшатӑп. Эпӗ вилнисене те, йывӑр аманнисене те курнӑ, контузи пулнӑ, хама маннӑ, нумай вӑхӑт госпитальсенче сипленнӗ, наркозпа вунвиҫӗ операци тунӑ. Ҫакӑ пӗтӗмпех витӗм кӳмелле пек. Уявсенче, юлташсемпе тӗл пулсан сыпкалатӑп, анчах пуҫа ҫухатмастӑп. Характер ҫирӗплӗхӗ ҫукки пӗтерет. Теприсем тӑшмансем пулса тӑнӑ, Украинӑра пӗр-пӗринпе вӑрҫаҫҫӗ. Ҫывӑх юлташсемччӗ вӗсем: пӗри - Харьковран, тепри - Луганскран. Яланах пӗрлеччӗ. Пӗр-пӗрне ҫапӑҫу хирӗнчен сӗтӗрсе те тухнӑ, вилӗмрен те ҫӑлнӑ. Украинӑра пӑтранма пуҫласан юлташсем тӑшман пулса тӑнӑ, расна шухӑшлаҫҫӗ, пӗр чӗлхе тупаймаҫҫӗ. Луганскри: «Эсӗ - вӗсем майлӑ, эпӗ - ку енче. Ҫавӑнпа сана хирӗҫ персен ан кӳрен», - терӗм тет. - Вӑрҫӑра кашни самант юлашки пулма пултарать. Пурнӑҫшӑн хӑраса задание пурнӑҫлама килӗшменнисем пулман-и? - Ун ҫинчен шухӑшламан. Таҫта шалта ҫав туйӑм пулнӑ паллах. «Хӑраман» тенине ӗненместӗп. Анчах юлташсен умӗнче «хӑратӑп» тесе уҫҫӑн мӗнле калӑн? Пӗрре ҫапла кӑнтӑрла вертолетран антарчӗҫ. Пӗри постран тарнӑ та ҫавна хӑвалатпӑр. Виҫӗ мина уйӗ витӗр тухрӑмӑр. Малта сапер асӑрхаттарса пырать. Мина ҫийӗн чупнӑ чухне ирӗксӗрех ура чӗтрет. Вилӗм юнашаррине алран аманнӑ чухне ӑнланман-ха эпӗ. Тепрехинче пулеметран мана печӗҫ, чулран лекрӗ, ванчӑкӗсем питрен пырса ҫапрӗҫ. Юн юхма пуҫларӗ. Ҫавӑн чухне ӑнлантӑм: кунта ача чухнехи пек вӑрҫӑлла выляни мар, чӑн-чӑн вӑрҫӑ пырать. Минӑсем шаплатаҫҫӗ, пульӑсем шӑхӑраҫҫӗ. «Каймастӑп, тухмастӑп, хӑратӑп» тенине хамӑр хушӑра илтмен. Пирӗн разведчиксем пӗринчен тепри шухӑрахчӗ. Эпир пыриччен ҫавнашкал пӑтӑрмах пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ. Малта пыракан сапер мина ҫинче сирпӗннӗ. Ӑна илме тепри кӗнӗ. Вӑл та сирпӗннӗ. Черетпе виҫҫӗмӗшӗн каймалла. Анчах вӑл килӗшмен. Ӑнланма пулать, паллах, ҫав ачана. Виҫӗ уйӑхран килне каймалла, унта арӑмӗ, пӗчӗк ачи кӗтет... Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн хисепӗ пӗтнӗ. - Афганистан халӑхӗ мӗнле пурӑнать? Душмансемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулнӑ-и? - Батальон Панджшер ту хушӑкӗнче - Ахмад Шах Масудӑн тӑван вырӑнӗсенче - тӑнӑ. Ҫав тӑрӑхри виҫӗ кишлакра пурӑнатчӗҫ. Ыттисем пӑрахӑҫа тухнӑччӗ. Пӗчӗк ачасем чупкаласа ҫӳретчӗҫ, постра тӑнӑ чухне вӗсене чарса калаҫкаланӑ. Ватӑсем те иртсе каятчӗҫ, пӑшалсӑр-тӑк - вӗсене тӗкӗнмен. Каҫхине ҫынсен урамра ҫӳреме юраман. Пырсанах питӗ тӗлӗннӗччӗ. Сӑртсем ҫинче куккурус ҫеҫ ӳсет, урӑх нимӗн те ҫук. Ӗнесем усратчӗҫ. Мӗнпе тӑрантарнӑ-ши вӗсене? Унта курӑк та ӳсмест те. Апачӗ питӗ чухӑн: пашалу тата шыв. Уявсенче пуянраххисем плов пӗҫеретчӗҫ. Кишлаксенчен тухса ан кайччӑр тесе эпир вӗсене ҫӑнӑх, кӗрпе, тушенка параттӑмӑр. Халӑхӗ ҫук пулсан пире хӳптӗрлетчӗҫ. Кӑнтӑрла вӗсем хирте ӗҫлеҫҫӗ, каҫхине пӑшал тытса пеме те пултараҫҫӗ. Душмансене курнӑ паллах: эпир «чӗлхе» тытма ҫӳренӗ-ҫке. Анчах «хам ҫӗҫӗпе мӑйран касрӑм» тесе суйма пултараймастӑп. Перкелешӳ вӑхӑтӗнче куратӑн: вӗсем чулсен хыҫӗнче лараҫҫӗ. Перетӗн. Тӑшман тӳнет. Анчах те эсӗ персе ӳкернӗ ӑна, те - юнашар выртаканни. Паллӑ мар. - Тӑнӑҫ пурнӑҫа епле хӑнӑхрӑр? - Чӑваш Ене 1987 ҫулта, ҫуркунне килмеллискер ҫур ҫул каярах юлса, кӗркунне тин, таврӑнтӑм. Кунта килсен виҫӗ уйӑх паспорт тӑваймарӑм. Ӗҫ ҫукран пропискӑна тӑратмаҫҫӗ. Прописка ҫукран ӗҫе илмеҫҫӗ. Аманнӑ, наградӑсем пур - чиновникшӑн ку интереслӗ мар. «Ӗне ҫилли айӗнчен вӑкӑр хӳри пӑрма яла кай», - тенӗччӗ мана пӗр тӳре-шара. Ҫапла чупкаласа ҫӳресе ура суранӗ уҫӑлчӗ. Каялла госпитале кайрӑм, тепӗр ҫур ҫул сиплентӗм. Таврӑнсан пӗр-икӗ уйӑх туяпа ҫӳрерӗм. 1988 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче пӑрахрӑм, унтанпа тытман. Ура ыратать-и, ыратмасть-и - ҫӳретӗп, туя тытсан ачашлантарса ярать. Мана пурнӑҫа йӗркелесе яма Флегент Романович журналист, отставкӑри подполковник, хӑй те вӑрҫӑра пулнӑскер, нумай пулӑшрӗ. Эпӗ госпитальте выртнӑ чухне вӑл пирӗн яла пырса кайнӑ, телефонне хӑварнӑ. Сипленсе килнӗ хыҫҫӑн ун патне шӑнкӑравларӑм, нуша курса ҫӳрени ҫинчен интервью патӑм. Ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн ҫар комиссариатӗнче «афганецсене» пуҫтарчӗҫ. Ҫав кун шӑпах хаҫат тухрӗ, унта ман ҫинчен ҫырни - ҫур страница. Пухура парти ӗҫченӗсем те йышлӑччӗ. Ҫав кунах мана ӗҫ те, хваттер те тупса пачӗҫ. Мускавра хӗрпе паллашса пӗрле илсе килнӗччӗ, ҫемье ҫавӑртӑмӑр. Трактор заводӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫав самантран тӑнӑҫ пурнӑҫа кӗрсе кайрӑм. Каярахпа ЧПУра вӗренсе аслӑ пӗлӳ илтӗм. Ҫынпа калаҫма пӗлетӗп. Урасӑр тесе пуҫ усса лармастӑп. Уксахлатӑп ӗнтӗ. Тем мар. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пуласса шанса пурӑнатӑп. - Вӑрҫӑ асапне тӳсме пӳрнишӗн шӑпана ӳпкелеместӗр-и? - Урасӑр юлнӑ пулсан та Афганистанра службӑра тӑнӑшӑн ӳкӗнместӗп. Пурнӑҫра ҫакӑн пек тӗрӗслев пулатчӗ-и, пулмастчӗ-и - пӗлместӗп. Анчах ҫавӑн пек йывӑрлӑхра тупнӑ евӗр юлташсене тӗл пулаймастӑмччӗ. Маншӑн юлташ - саншӑн пурнӑҫне шеллемен, вилме хатӗр ҫын. Вӑрҫӑ вутӗнче пиҫӗхнӗ туссемпе паянхи кун та тӗл пулатпӑр, ҫуралнӑ кунсене, уявсене пӗрле паллӑ тӑватпӑр. Пӗр-пӗринпе кумлӑ, тус-тӑванлӑ эпир. - Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлессишӗн алла тепӗр хут пӑшал тытма хушсан килӗшетӗр-и? - Ялта юлташсемпе пухӑнсан - Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинче ҫуралса ӳснӗ эпӗ - «хамӑр пата тапӑнса килсен Ҫавал хӗррине тухса выртатпӑр, иккӗн-виҫҫӗн пилӗк минут тытса тӑратпӑр-и?» тесе час-часах шӳтлетпӗр. Паллах, Тӑван ҫӗршыва юратакан, тахҫан ӑна алла пӑшал тытса пӗрре хӳтӗленӗ ҫын пушшех те, ҫак тивӗҫе пурнӑҫлассинчен пӑрӑнса юлма пултараймасть. Юлашки вӑхӑтра ҫамрӑксем те ҫапла шухӑшлама пуҫлани савӑнтарать. Тӑватӑ-пилӗк ҫул каялла кӑна апла марччӗ. «Салтака мӗн тума каймалла?» тесе калакан йышлӑччӗ ун чухне. Халӗ вара ҫара хисеплесе калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫамрӑксемпе час-часах тӗл пулатпӑр. Вӗсен хушшинче ҫар училищисене вӗренме каяс кӑмӑлли те сахал мар. Апла-тӑк пирӗн ҫӗршыв ҫарӗ ҫирӗпленсе, вӑйланса, тӗрекленсе пырӗ.
Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ
Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн шӑпи хӑйне евӗр. Сарапакассинчи Николай Трофимовӑн вара вӑл халӑх кун-ҫулӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ. Колхозниксен йышлӑ ҫемйинче ҫуралнӑ вӑл. Унсӑр пуҫне килӗнче ултӑ пиччӗшӗпе виҫӗ аппӑшӗ пулнӑ – Николай чи кӗҫӗнни. Ҫатра-Хочехмат шкулӗнче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Советскине тракториста вӗренме яраҫҫӗ каччӑна. Кун хыҫҫӑн практикӑра вӑл Оренбург облаҫӗнче те пулнӑ. Вун саккӑр тултарсан яш ҫар комиссариачӗ сӗннипе водителе вӗренет. Пурнӑҫне те ҫак профессипех ҫыхӑнтарӗ. Тепӗр ҫулах салтак атти тӑхӑнма ят тухать. Ҫар тивӗҫне Германире пурнӑҫласа яла таврӑнсан «Звезда» колхозра водительте вӑй хума тытӑнать. Ҫак вӑхӑтран ял пурнӑҫӗ уншӑн уйрӑмах ҫывӑх пулса тӑрать. Ҫатракассипе Сарапакасси хушшинчи ҫула вырӑнти халӑх тахҫантанпах якатма ӗмӗтленнӗ. 1994 ҫулта вӗсен ӗмӗчӗ тинех пурнӑҫланать: ҫӗнӗ ҫул сараҫҫӗ. Ҫак ӗҫре Николай Трофимович та хастарлӑх кӑтартать. Тепӗр ҫулах вӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленнӗренпе 50 ҫул ҫитнӗ тӗле икӗ ял хушшинче палӑк вырнаҫтараҫҫӗ. Ывӑлӗсене, мӑшӑрӗсене вӑрҫӑ уйӗнчен кӗтсе илеймен амӑшӗсемпе салтак арӑмӗсем ҫакӑншӑн вӗсене ҫӗре ҫити пуҫ тайса тав тунӑ. Вӑл пурнӑҫланӑ ӗҫсем – куҫ умӗнче. Ҫакна шута хурсах Николай Трофимовича 10 ҫул каялла ял старостине суйлаҫҫӗ. Ҫак самантран ентешӗсен пӗр ыйтӑвӗ те вырӑнти влаҫ патне ҫитмесӗр юлмасть. 1998 ҫулта сарапакассисем патне «кӑвак ҫулӑм» ҫитет. Газ пӑрӑхӗсем хунӑ ҫӗрте Николай Трофимов та нумай вӑй хурать. Ял ҫыннин пурнӑҫӗ унчченхипе танлаштарсан паян чылай хӑтлӑрах. Иртнӗ ҫуркунне акӑ Сарапакассинче «культура вучахӗ» уҫӑлчӗ. «Унччен вара ял халӑхӗпе пухусене урамра та, лавккара та ирттерме тиветчӗ», – аса илет Николай Трофимович. Сарапакасси тӑрӑхӗ сарӑлсах пырать. Ҫуртсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗкленеҫҫӗ. Ял халӑхне шыв ҫукки ҫеҫ пӑшӑрхантарнӑ. Виҫӗ ҫул каялла икӗ башня лартса Мокшин тата Сарапакасси ялӗсене шывпа тивӗҫтерме май килнӗ. Мӗнле ӗҫ пурнӑҫланӑ – пӗтӗмпех халӑхшӑн. Николай Трофимова ял ҫинче ҫакӑншӑн хисеплеҫҫӗ те. Вӑл – Шупашкар район старостисем хушшинче иртнӗ конкурсӑн «Ҫут ҫанталӑка чунпа сӗртӗн» номинацийӗнчи ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна администраци дипломӗпе чысланӑ. Сарапакассинчен инҫе мар – ял масарӗ. Халӑх вӑйӗпе кунта ҫурт ҫӗкленӗ. Масар тавралли территорие вара карта тытса ҫавӑрнӑ. Ҫывӑх тӑванӗсене юлашки ҫула ӑсатнӑ чухне те, ҫимӗкре пуҫтарӑнсан та, Николай Трофимович шухӑшӗпе, ҫынсемшӗн ҫак вырӑн питӗ кирлӗ. Ҫапах та паян старостӑна канӑҫ паман урӑх ыйту та ҫук мар. Ялта ҫырма-ҫатрана ҫӳп-ҫаппа, йӑлари хытӑ каяшпа тултаракансем те пур. «Ҫавсене тасалӑх пирки ӑнлантарасчӗ», – тет Николай Трофимович чун ыратӑвӗ пирки. Ҫак киревсӗр йӑлапа кӗрешме вара пӗрре те ансат мар. Ҫавӑнпа та Сарапакасси тӑрӑхӗнче юр кайса пӗтессе кӗтмесӗрех ҫак ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ. Кунти ҫырма-ҫатрари ҫӳп-ҫапа пӗтерсех пыраҫҫӗ – каллех староста ҫине тӑнипе. Хутсене ҫунтараҫҫӗ, тимӗр-тӑмӑра йышӑну пунктне ӑсатаҫҫӗ…Трофимовсен туслӑ та тӗслӗхлӗ ҫемйине ӑмсанмалла кӑна: мӑшӑрӗпе, Ираида Никифоровнӑпа, ҫӗршыва тивӗҫлӗ ачасем ҫитӗнтернӗ вӗсем – икӗ хӗр те виҫӗ ывӑл. «Пӑхаттирӗсем» пурте моряксем.

No dataset card yet

Downloads last month
39